Урал сасси
+7 °С
Ясно
Чăвашлăх
11 Сентября , 11:00

«Нарспи» поэмӑна бурят чӗлхипе вулама пулать

Константин Ивановӑн вилӗмсӗр «Нарспи» поэми бурят чĕлхипе кун çути курнă. Поэмӑна бурят чӗлхи учителӗ Соелма Самбуева куҫарнӑ.

«Нарспи» поэмӑна бурят чӗлхипе вулама пулать«Нарспи» поэмӑна бурят чӗлхипе вулама пулать
«Нарспи» поэмӑна бурят чӗлхипе вулама пулать

Светлана Гордеева ҫыравҫӑ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку вӑл 21-мӗш куҫару. Сӑмах май каласан, пирӗн регионӑмӑр 21-мӗш шутланать, бурятсемшӗн ку цифра вара асамлӑ число иккен.

 

Чӑваш поэчӗн хайлавне нумаях пулмасть Бурят Республикинчи наци вулавӑшӗнче хӑтлама пуҫтарӑннӑ. Асӑннӑ чӗлхепе кун ҫути кӑтартнӑ ӗҫе хаклама Атнер Хусанкай литература критикӗ тата унӑн мӑшӑрӗ Гажидма (вӑл — бурят хӗрарӑмӗ) тата Светлана Гордеева поэт хутшӑннӑ.

 

Светлана Денисовна пӗлтернӗ тӑрӑх, ку мероприятие вӑл Бурят Республикинчи чӑвашсен ентешлӗхӗн ертӳҫи, писатель тата краевед Надежда Колесникова йыхравланипе ҫитсе курнӑ.

 

Чăваш халăх сайчĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас