Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чыслав
15 Сентябрӗн 2021, 10:52

Ишимбай хулине «Ĕç мухтавĕн хули» ята парĕç

Ишимбай хулине Раççей Федерацийĕн «Ĕç мухтавĕн хули» хисеплĕ ята пама пултараççĕ. Республика парламенчĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, çак кунсенче ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн депутачĕсем Раççей Президенчĕ Владимир Путин патне çак ыйтупа çыру яма шутланă.

Ишимбай хулине «Ĕç мухтавĕн хули» ята парĕç
Ишимбай хулине «Ĕç мухтавĕн хули» ята парĕç

- Ишимбай хулинчи нефтяниксем, нефть ĕçлесе кăларакансемпе машина тăвакансем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерĕве çывхартма пысăк тÿпе хывнă, - тенĕ ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн председателĕ Константин Толкачев. – Пушкăрт нефтьне уçнăранпа 90 çул çитнĕ ятпа (ăна республика 2022 çулхи май уйăхĕнче паллă тăвать) тата ун çыннисем вăрçă вăхăтĕнче хăйсене шеллемесĕр паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнине шута илсе Ишимбая «Ĕç мухтавĕн хули» хисеплĕ ята парас ыйтăва хускататпăр.
РФ Президенчĕ Владимир Путин патне çырнă çырура иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче Ишимбайра нефть шыраса тупса ăна хута яни Хĕвел тухăçĕнчи нефть промышленноçне пуçарса янин никĕсĕ пулнине пĕлтернĕ. Нефть промыселĕсем хăватлă аталаннă, 1939 çул тĕлне ишимбайсем 1 млн та 670 пин тонна нефть уçласа илнĕ.
- Вăрçă вăхăтĕнче Ишимбайăн уйрăм тивĕçĕсем пулнă, - тенĕ Константин Толкачев. – Нефть уçласа илекен регионсенчен ытларахăшĕ тăшман аллинче пулнă, Кавказ леш енчи нефтьпе ун продукчĕсем килекен çулсене пурне те хупланă пулнă. Фронтри лару-тăру йывăрлансах çитнĕ. «Ишимбайнефть» трест Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче ултă нефть вырăнĕ хута янă. Фронтшăн уйрăмах 1943 çулта Кинзебулатри нефть тухакан вырăна уçни пĕлтерĕшлĕ пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Ишимбай çĕршыва 4,5 млн тонна нефтьпе тивĕçтернĕ.
Чĕр тавартан вырăнтах бензин, трактор валли керосин, дизель топливи, изобутан, газлă сера, гипосульфит, толуол (тротил хатĕрлемелли чĕр тавар), пиробензол (авиаци бензинĕ хатĕрлемелли компонент), фильмургин (танк аккумуляторĕсене заправка тумалли хатĕр, ăна Ишимбайра кăна хатĕрленĕ) туса кăларнă.
Ишимбайра, Баку хулинчен эвакуациленĕ Сталин ячĕллĕ заводра БМ-13 – пурте пĕлекен Катюша - снарядăн хÿри енчи пайне туса каларнă. Пурĕ 5 млн штук ятарлă детальсем хатĕрленĕ. Хăш-пĕр шутлавсем тăрăх, мĕнпур реактивлă снарядсен 40% танлашнă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Ишимбай тăрăхĕнче строительство тата промышленность предприятийĕсем, артельсем, колхозсемпе совхозсем ĕçленĕ. Вĕсем фронта тата тыла ял хуçалăх продукцийĕпе тивĕçтернĕ. Ишимбай вăрçă вăхăтĕнче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнине патшалăх архивĕсенчи документсенче, пĕтĕм союзри тата хуласенчи массăллă информаци хатĕрĕсенче çырса кăларнă.
Раççей наука академийĕн шучĕпе, Ишимбай хулине Раççей Федерацийĕн «Ĕç мухтавĕн хули» хисеплĕ ята пама сăлтавсем çителĕклĕ.
Хулана хисеплĕ ят пама ыйтса çырнă çырăва ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров патне алă пусма ярасси пирки парламент сентябрь уйăхĕн 23-мĕшĕнче пленарлă ларура йышăнĕ.
Надежда РОДИОНОВА.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: