Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чыслав
19 Апрелӗн 2022, 11:22

Чăваш хастарĕсен ĕçне республика пуçлăхĕ хак панă

Апрель уйăхĕнче Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи нацисем хушшинчи хутшăнусемпе ĕçлекен Канашăн ларăвĕ иртнĕ.

Чăваш хастарĕсен ĕçне  республика пуçлăхĕ хак панă
Чăваш хастарĕсен ĕçне республика пуçлăхĕ хак панă

Канашлу ĕçне Регионти чăвашсен «Канаш» обществăлла организацийĕн ертÿçи Людмила Ивановна Мурманскаяпа ПР Регионти чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕн çумĕ, вăлах ПР чăвашсен культура обществин председателĕ Юрий Павлович Михайлов хутшăннă. Республика пуçлăхĕ Радий Хабиров чăваш хастарĕсене çитĕнекен ăрăва этнокультра пĕлĕвĕ парас ĕçре ырми-канми ĕçленĕшĕн, çамрăксене тăван чĕлхене, культурăна юратма вĕрентнĕшĕн Тав çырăвĕсемпе чысланă.
Людмила Ивановнăпа Юрий Павловича чăвашлăх анинче малашне те çĕнĕ çитĕнÿсем тума çирĕп сывлăх, вăрăм та телейлĕ кун-çул сунатпăр.
Надежда РОДИОНОВА.

Чăваш хастарĕсен ĕçне  республика пуçлăхĕ хак панă
Чăваш хастарĕсен ĕçне  республика пуçлăхĕ хак панă
Чăваш хастарĕсен ĕçне республика пуçлăхĕ хак панă
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: