Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чыслав
9 Августӑн 2022, 11:28

Ăслăлăх ĕçĕнче палăрнăшăн

Авăркас районĕнчи Чăваш Нукасак ялĕ пултаруллă çынсемпе пуян пулни никамшăн та çĕнĕлĕх мар-тăр. Эпир кунта хамăр ума пĕрисене мухтаса, теприсене хурлас тĕллев лартман, анчах та çапла калама редакцие килсе çитнĕ ырă хыпар хистет.

Ăслăлăх ĕçĕнче палăрнăшăн
Ăслăлăх ĕçĕнче палăрнăшăн

Çак кунсенче çÿлерех асăннă ялта çуралса ÿснĕ, 1995 çулта Пушкăрт патшалăх аграри университетĕнчен (ППАУ) вĕренсе тухнă Владислав Сергеев профессора ПР Пуçлăхĕн указĕпе килĕшÿллĕн «Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ» ята пама йышăннă. Хамăрăн ентеше тивĕçлĕ наградăна илнĕ ятпа саламланă май вулакана кĕскен унпа паллаштарасшăн.
Вдладислав Сергеев 1973 çулта çуралнă. Аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн 1995-1998 çулсенче ППАУн çĕр ĕç тата почвоведени кафедрин аспиранчĕ пулнă. Малалла çак вĕрентÿ учрежденинчех студентсен тата аспирантсен профком председателĕ, ассистент, аслă преподаватель, доцент пулса ĕçленĕ. 2006-2009 çулсенче докторантурăра вĕреннĕ. 2010-2017 çулсенче вăл ППАУра почвоведени, ботаника тата ÿсен-тăран физиологийĕ кафедрине ертсе пынă. 2017 çулхи сентябрь уйăхĕнчен пуçласа паянхи кунччен «БашИнком» НВПра (наука çĕнĕлĕхĕсене ĕçе кĕртекен предприяти) директорăн ăслăлăх енĕпе ĕçлекен çумĕ пулса тăрăшать.
Владислав Сергеевич – ял хуçалăх наукисен кандидачĕ (Ĕпхÿ хули, 1998 ç.), биологи наукисен докторĕ (Мускав хули, 2011 ç.). Вăл 230 ăслăлăх тата вĕрентÿпе методика ĕçĕсен авторĕ. Çав шутра Ял хуçалăх министерствин наукăпа техника канашĕ çирĕплетнĕ 3 вĕрентÿ пособийĕ тата 8 производство рекомендацийĕ.
Владислав Сергеева патшалăх наградине ÿсен-тăрансене хÿтĕлес тата апатлантарас системăна пĕрлештерессипе тунă ĕçсемшĕн панă.
Юрий МИХАЙЛОВ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: