Урал сасси
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чыслав
14 Сентябрӗн 2022, 10:30

Пушкăртстан парламенчĕн ертÿçи РФ Президенчĕн Хисеп хутне тивĕçнĕ

Пушкăртстан Республикин Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн председательне Константин Толкачева, вăл ПР Пуçлăхĕ çумĕнчи судпа айăпланă çынсене каçарассипе (помилование) ĕçлекен комисси ертÿçи те, РФ Президенчĕн Хисеп хутне парса чысланă. Çакăн çинчен калакан указа право информацин официаллă интернет-порталĕнче пичетлесе кăларнă.

Пушкăртстан парламенчĕн ертÿçи РФ Президенчĕн Хисеп хутне тивĕçнĕ
Пушкăртстан парламенчĕн ертÿçи РФ Президенчĕн Хисеп хутне тивĕçнĕ

Документра çак наградăна Константин Толкачева «закон йĕркине çирĕплетнĕшĕн тата обществăлла  ĕçсенчи хастарлăхшăн тивĕçнĕ» тесе палăртнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: