Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чыслав
8 Октябрӗн 2022, 10:25

Патшалăх наградисене çапăçу пыракан вырăнсенчех парĕç

Октябрь уйăхĕн 7-мĕшĕнче Владимир Путин «Раççĕй Федерацийĕн хĕç-пăшаллă вăйсен йышĕнче тăракан çар çыннисене чыслассипе çыхăнна хăш-пĕр ыйтусем çинчен» указа алă пусса çирĕплетнĕ.

Патшалăх наградисене çапăçу пыракан вырăнсенчех парĕç
Патшалăх наградисене çапăçу пыракан вырăнсенчех парĕç

Çак документпа килĕшÿллен, çар ушкăнĕсен командирĕсене уйрăм йĕркепе Раççей Федераци Президенчĕ ятĕнчен çĕршывăн хĕç-пăшаллă вăйĕсен ретĕнчи çар çыннисене тата ыттисене, ятарлă çар операцинче уйрăмах палăрнисене, Хăюлăх орденĕпе, Çветтуй Георгий орденĕн çар паллипе – IV cтепень Георгий Хĕресĕпе, «Хастарлăхшăн» тата «Вилекенсене çăлнăшăн» медальсемпе чыслама ирĕк панă.

Асăннă йĕркене ятарлă çар операцине хутшăнакан Раççей Федерацин хĕç-пăшаллă вăйĕсен ретĕнчи çар çыннисене тата ыттисене хăюллăхпа хастарлăх, паттăрлăх кăтартнăшăн, çĕнтерес кăмăла палăртнăшăн, Тăван çĕршыва парăннăшăн, салтак тивĕçне шанчăклă пурнăçланăшăн кĕске вăхăт хушшинче оперативлă чыслас тĕллевпе çирĕплетнĕ.

Раççей Федерацийĕн патшалăх наградисене парассине çапăçу пыракан вырăнсенчех пурнăçа кĕртĕç.

РФ Оборона министерствине Раççей Федерацин патшалăх наградисене памалли йĕркене палăртма хушнă. Указ алă пуснă кунран вăя кĕрет.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: