Урал сасси
+14 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чыслав
5 Ноябрӗн 2022, 17:35

Салават Юлаев орденне тивĕçнĕ 7 çынран пĕри - чăваш

Ноябрь уйăхĕн 2-мĕшĕнче республикăра Ял хуçăлăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне паллă турĕç. Çак ятпа Ĕпхÿ хулинче савăнăçлă лару-тарура ĕçре палăрнă 162 çынна патшалăх наградисем парса чысланă.

Салават Юлаев орденне тивĕçнĕ 7 çынран пĕри -  чăваш
Салават Юлаев орденне тивĕçнĕ 7 çынран пĕри - чăваш

 Яланхи пекех вĕсем шутĕнче чăвашсем те пур. Вĕсенчен пĕри – Мияки районĕнчи «Нива» ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи Александр Петров. Вăл асăннă хуçалăха 35 çул ертсе пырать. Алексадр Федоровича Пушкăртстан Республикин агропромышленность  комплексĕнче нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн тата ăна аталантарас ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн Салават Юлаев орденне парса чысланă. Çак кун асăннă ордена республикипе 7 çын ПР правительствин премьер министрĕн çумĕн – ял хуçалăх министрĕн Ильшат Файзрахманов аллинчен илме тивĕçнĕ.

Пысăк наградăпа чысланă ятпа пултаруллă ертÿçе районти чавăшсен ятĕнчен вырăнти «Канаш» чăваш пĕрлĕхĕн пуçлăхĕ Иван Павлов саламланă. Çавăн пекех хăйсен ентешĕн çитĕнĕвĕсемшĕн хĕпĕртесе Ĕпхÿ хулинче пурăнакан ПР чăваш наципе культура автономин ертÿçи Виталий Викторов профессор ăшă сăмахсем  çырса янă: «Мияки районĕнчи манăн пиччене тата ентеше Салават Юлаев орденне парса чысланă. Чăваш халăхĕн патриотне чун-чĕререн саламлатăп»,-  тенĕ вăл ватсапри ушкăнра.

Эпир те çак салам сăмахĕсем çумне хутшăнатпăр. Хисеплĕ Александр Федоровича çулĕсене пăхмасăр хуçалăха çÿллĕ шайра ертсе пыма çирĕп сывлăх, чăтăмлăхпа çирĕплĕх  сунатпăр.

Юрий СНЕГОПАД.

Салават Юлаев орденне тивĕçнĕ 7 çынран пĕри -  чăваш
Салават Юлаев орденне тивĕçнĕ 7 çынран пĕри -  чăваш
Салават Юлаев орденне тивĕçнĕ 7 çынран пĕри - чăваш
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: