Урал сасси
+23 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Чыслав
21 Ноябрӗн 2022, 16:10

Амина Шафикова «Культура тата ÿнер сферинчи ĕçсемшĕн» медале тивĕçнĕ

Раççей Федераци Президенчĕн Владимир Путинăн указĕпе килĕшÿллĕн, Пушкăртстан Республикин культура министрĕ Амина Шафикова «Культура тата ÿнер сферинчи ĕçсемшĕн» медале илме тивĕçнĕ. Çак награлăна вăл паян, ноябрь уйăхĕн 21-мĕшĕнче, республикăри управлени центрĕнче (ЦУР) иртнĕ правительствăн оперативлă ларăвĕнче ПР Пуçлăхĕн Радий Хабировăн аллинчен йышăннă. Медале 2021 çулхи август уйăхĕнче çирĕплетнĕ.

Амина Шафикова «Культура тата ÿнер сферинчи ĕçсемшĕн» медале тивĕçнĕ
Амина Шафикова «Культура тата ÿнер сферинчи ĕçсемшĕн» медале тивĕçнĕ

- Çак награда вăл Пушкăртстанри мĕнпур 15 пин культура ĕçченĕсен тава тивĕçлĕ ĕçĕсене хак парса  йышăнни пулать. Пирĕн çитĕнÿсем пулмасса та пултарнă, енчен те эсир, Радий Фаритович, правительствăри ĕçтешсем, пире пулăшу паман пулсан, - тенĕ Амина Шафикова.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: