Урал сасси
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Чыслав
8 Декабрӗн 2022, 09:28

Викторовсене саламлатпăр

Нумаях пулмасть Пушкăрт патшалăх медицина университечĕ хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак ятпа Ĕпхÿри «Ĕпхÿ-аренăра» савăнăçлă пуху иртнĕ, Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров тивĕçлисене патшалăх наградисемпе чысланă.

Викторовсене саламлатпăр
Викторовсене саламлатпăр

Сумлă списока ПР чăваш наципе культура автономин председателĕ Виталий Викторов профессор та кĕнĕ. Ăна Пушкăртстан Республикин Хисеп хучĕпе наградăланă. «Профессире пысăк ăсталăх кăтартнăшăн тата сывлăх сыхлав сферинче тунă çитĕнÿсемшĕн» тенĕ указра. Чăваш халăхĕн пултаруллă çыннине çакăн пек чыслани кăмăла çĕклет, унпа мăнаçланма та юрать.
Çак ятпа Виталий Васильевича хамăр ятран саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, ĕçре ăнăçу, тулли телей сунатпăр. Унпа пĕрле мăшăрне, Татьяна Викторовнăна та. Ăна «Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлав отличникĕ» кăкăр çине çакмалли паллăпа чысланă.
Владимир ЯКОВЛЕВ, Пелепей тăрăхĕнчи ЧНКА ертÿçи.

Викторовсене саламлатпăр
Викторовсене саламлатпăр
Викторовсене саламлатпăр
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: