Урал сасси
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чыслав
17 Декабрӗн 2022, 14:50

Ентеше черетлĕ награда илнĕ ятпа саламлатпăр

Шупашкарти Чăваш патшалăх пуканесен театрĕн артисчĕшĕн, Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн пайташĕшĕн тата пирĕн ентешшĕн Елена Хорьковашăн (Шурту) кăçалхи çул тухăçлă та ăнăçлă пулчĕ пулмалла. Апрель уйăхĕнче кăна ăна «Чăваш Республикин халăх арчисчĕ» сумлă ята панăччĕ. Çак кунсенче Елена Владимировнăна Сăр тата Хусан оборона чиккине тунăранпа  80 çул çитнине халалласа кăларнă асăну медальне парса чысланă. Награда çинчен калакан йышăнăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев декабрь уйăхĕн 11-мĕшĕнче алă пуснă, виçмине ăна ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова ĕç вырăнĕнче саламласа чысланă.

Ентеше черетлĕ награда илнĕ ятпа саламлатпăр
Ентеше черетлĕ награда илнĕ ятпа саламлатпăр

Сăр тата Хусан оборона чиккине 80 çул çитнине халалланă çул Пишпÿлек тăрăхĕнчи Пăслăк ялĕнче çуралса ÿснĕ ентеш-хĕршĕн пултарулах ĕçĕнче тулли те тухăçлă пулнă. Вăл темиçе проекта хутшăннă, вĕсен шутĕнче уйрăмах асра юлмалли «Сăр чикки», «Тăлăх арăм макăрни», «Управçăсем» тата ытти кĕвĕллĕ-сăвăллă композицисем.

Хисеплĕ, Елена Владимировна, йышăнсамăр пиртен, ентешĕрсенчен, чĕререн тухакан салам сăмахĕсене çак кăмăллă та чаплă пулăм ячĕпе. Эпир сирĕнпе мăнаçланатпăр. Сире çирĕп сывлăх, пултарулăх ĕçĕнче иксĕлми вăй-хал, професси шайĕнче малашне те çĕнĕ ситĕннÿсем тума сунатпăр.

Сергей МИХАЙЛОВ,

Пишпÿлек районĕнчи чăвашсен Канашĕн пуçлăхĕ.

Ентеше черетлĕ награда илнĕ ятпа саламлатпăр
Ентеше черетлĕ награда илнĕ ятпа саламлатпăр
Ентеше черетлĕ награда илнĕ ятпа саламлатпăр
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: