Урал сасси
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чыслав
13 Нарӑсӑн 2023, 12:19

Владимир Путин республикăра пурăнакансене патшалăх наградисемпе чысланă

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Раççей Федерацийĕн наградисемпе чысласси пирки  калакан указа алă пуснă. Награда илме тивĕçнисен шутĕнче Пушкăртстан çыннисем те пур.

Владимир Путин республикăра пурăнакансене патшалăх наградисемпе чысланă
Владимир Путин республикăра пурăнакансене патшалăх наградисемпе чысланă

Тĕрлĕ çапăçусенче пулнă инвалидсен Пушкăртстан Республикинчи обществăлла организацийĕн председательне Альфит Нигматьянова общество пурнăçне хастар хутшăннăшăн «Тăван çĕршыв умĕнчи  тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» II степень орден медалĕпе наградăланă, «Горшкова» ООО  Ăратлă выльăхсен завочĕн тĕп директорне Танзиля Идрисована «РФ тава тивĕçлĕ ял хуçалăх  ĕçченĕ», ПР Ĕпхÿ регионти шыравпа хăтару базин директорне Игорь Черепанова инкеклĕ лару-тăру сиенĕсене сирес тата вĕсене тĕп тăвас ĕçри çитĕнÿсемшĕн «РФ тава тивĕçлĕ хăтаруçи», Пушкăртстан Республикинчи «Акрополь» ООО тĕп директорне Хайдар Гайсинпа «АС-Проект» проект институчĕн директорне Гузель  Яубасарована «РФ тава тивĕçлĕ строителĕ» хисеплĕ ятсем парса чысланă.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: