Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чыслав
25 Нарӑсӑн 2023, 15:10

Борис Гордеев полковник Минигали Шаймуратов орденне тивĕçнĕ

Çак эрнере (февраль уйăхĕн 22-мĕшĕнче) Ĕпхури «Торатау» конгресс-холра Тăван çĕршывăн хÿтĕлевçисене халалласа саванăçлă пуху иртнĕ. Унта ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вĕсен çывăх çыннисем, Раççей Геройĕсемпе ветерансем, депутатсемпе правительство пайташĕсем, волонтерсемпе общество деятелĕсем тата ытти нумай сума тивĕçлĕ çынсем хутшăннă. Пухăннисене Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров саламланă, тивĕçлĕ çар çыннисемпе уйрăм коллективсене Минигали Шаймуратов орденне, Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене парса чысланă.

Борис Гордеев полковник  Минигали Шаймуратов орденне тивĕçнĕ
Борис Гордеев полковник Минигали Шаймуратов орденне тивĕçнĕ

Пире, Пушкăртстанра пурăнакан чăвашсене, хамăрăн ентеш ячĕпе çирĕплетнĕ ордена илнисен хушшинче чăваш офицерĕ те пулни савăнтарать. Вăл – Борис Гордеев отставкăри полковник, Шалти ĕçсен министерствин ветеранĕ. Борис Ефимович 32 çул йĕрке хуралĕнче тăнă, Çурçĕр Кавказри çар хирĕс тăрăвĕсене хутшăннă, паянхи кун та стройра. Хальхи вăхăтра республикăра хăйсен ирĕкĕпе йĕркеленекен тăваттăмĕш батальона пуçтарма хастар хутшăнать. Унсăр пуçне пирĕн ентеш «Асра тытмалла» («Чтобы помнили») интернационаллă проект авторĕ пулнипе пĕрле çамрăк ăрăва патриотизмла воспитани парас ĕçре пуçаруллă пулнипе палăрса тăрать. Паянхи кун БорисГордеев Раççейри ветерансен пĕрлĕхĕн Пушкăртстанри президиум пайташĕ шутланать, регионти «Канаш» чăваш обществăлла организаци çумĕнчи  ветерансен канашне ертсе пырать.

Пушкăртстанри йăхташсем Борис Ефимовича çак пысăк наградăна илнĕ ятпа саламлаççĕ, пунăçра ырлăх-сывлăх сунса малашне те Тăван çĕршывшăн, республикашăн ырми-канми ĕçлемелле пултăр. Турри вăй-хăват парса тăтăр сире.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: