Урал сасси
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Чыслав
7 Мартӑн 2023, 16:30

Ял хутлăхĕн тăрăшуллă ертÿçи

Паян, март уйăхĕн 7-мĕшĕнче, Ĕпхÿ хулинче ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалласа Пушкăртстанăн илемлĕ те çепĕç пайĕн представителĕсене патшалăх наградисемпе чысланă.

Ял хутлăхĕн тăрăшуллă ертÿçи
Ял хутлăхĕн тăрăшуллă ертÿçи

Çав шута Ермеккей районĕнчи Эрехĕрри ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Ольга Зарянова лекнĕ. Ольга Владимировна ертÿçĕ тилхепине 1995 çултанпа тытса пырать. Тăрăшуллă та ĕçчен хĕрарăм ял хутлăхĕшĕн мĕн те пулин ыррине тăвас ĕмĕтпе пурăнать. Професси ăсталăхĕшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Ольга Зарянована Пушкăртстан Республикин Хисеп хучĕпе наградăланă.

Саламлатпăр!

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: