Урал сасси
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чыслав
1 Августӑн 2023, 12:20

Хисепе ĕçпе тивĕçнĕ

РФ Президенчĕ Владимир Путин ĕçре палăрнă Раççей çыннисене патшалăх наградисем парасси çинчен калакан указа алă пуснă.

Хисепе  ĕçпе тивĕçнĕ
Хисепе ĕçпе тивĕçнĕ

Документран çакă паллă: патшалăх пуçлăхĕ Пушкăртстан çыннисене сывлăх сыхлав сферинче тунă пысăк çитĕнÿсемшĕн тата нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн чыслама йышăннă.
Çапла Раççей Президенчĕн Хисеп хучĕпе Пушкăрт патшалăх медицина университечĕн регионта сывлăх сыхлавне аталантарас енĕпе ĕçлекен проректорне Виталий Викторова чыслама палăртнă.
Эпир ПР чăваш наципе культура автономин ертÿçине Виталий Васильевича патшалăх наградине илнĕ, чыса тата мухтава тивĕçнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатпăр.
Ирида МАТНИЯЗОВА.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: