Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чыслав
16 Августӑн 2023, 10:05

Ватта сума суни ырă пулăм

Çак кунсенче Строительсен кунне (август уйăхĕн 13-мĕшĕнче) паллă тунă май хула-район администрацийĕсем ĕç ветеранĕсене те тимлĕх уйăрмасăр хăвармарĕç. Ăçта ăшă сăмахпа, ăçта Тав çырăвĕсем парса хавхалантарчĕç. Ытти майсемпе усă курса ветерансен кăмăлне çĕклени те пулчĕ.

Ватта сума суни ырă пулăм
Ватта сума суни ырă пулăм

Акă, Авăркас район администраци пуçлăхĕ Арслан Шагаретдинов Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ строителĕпе Георгий Орловпа ятарласа тĕл пулма вăхăт çитернĕ. Георгий Захарович строительство сферинче районшăн чылай тăрăшнине шута илсе ăна район администрацин Тав çырăвне парса чысланă.
Сăмах май, Георгий Орлов ĕç ветеранĕ 1998 – 2001 çулсенче Толбазăри «Ажемак» кирпĕч заводĕнче директор пулса ĕçленĕ. 2001- 2012 çулсенче Чăваш Республикин Президенчĕн Пушкăртстанри полномочиллĕ элчи пулнă. Сакăр вунна çитсе пыракан шур сухал паянхи кун та обществăлла ĕçсенчен пăрăнса юлмасть, хал çитерсе çамрăксемпе пĕр чĕлхе тупма тăрăшать, чăвашлăхпа çыхăннă çивĕч ыйтусене татса панă çĕре хастар хутшăнать. Çавăнпа та эпир ăна çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.
Юрий СНЕГОПАД. Авăркас районĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: