Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чыслав
3 Сентябрӗн 2023, 16:55

Владимир Путин Пушкăртстан летчикне Хăюлăх орденĕпе наградăланă

 Раççей Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн указĕпе Пушкăртстанри Дамир Шаймухаметов сăнавçă-летчика професси тивĕçне пурнăçланă чухне харсăрлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн вилнĕ хыççăн Хăюлăх орденне парса чысланă. Документа право информацин официаллă порталĕнче пичетлесе кăларнă.

Владимир Путин Пушкăртстан летчикне Хăюлăх орденĕпе наградăланă
Владимир Путин Пушкăртстан летчикне Хăюлăх орденĕпе наградăланă

Пилот 1917 çулхи май уйăхĕн 4-мĕшĕнче Белорецк районĕнчи вăрмансене пушартан сыхланас тĕллевпе патруль ирттернĕ чухне вилнĕ.

Çавăн пекех патшалăх наградине çав вăхăтра регионти пушарсем çинчен асăрхаттаракан тата вĕсене сÿнтермелли центр ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçланă Айдар Янгиров та вилнĕ хыççăн тивĕçнĕ. Çав инкек вăхăтĕнче вăл та вертолет çинче пулнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: