Урал сасси
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Чыслав
6 Сентябрӗн 2023, 10:15

Танзиля Шарипова «Ача амăшĕ геройиня» ята тивĕçнĕ

Патшалăх пуçлăхĕн указĕнче ачисене тивĕçлĕ воспитани парас тата çемье институтне çирĕплетес ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Пушкăртстанра пурăнакан Танзиля Шакуровна Шарипована «Ача амăшĕн геройиня» ята памалла тесе çырнă. Документа сентябрь уйăхĕн 4-мĕшĕнче пичетлесе кăларнă.

Танзиля Шарипова «Ача амăшĕ геройиня» ята тивĕçнĕ
Танзиля Шарипова «Ача амăшĕ геройиня» ята тивĕçнĕ

ПР Ĕç министерствинче пĕлтернĕ тăрăх, Танзиля Шарипова мăшăрĕпе Октябрьски хулинче çирĕп çемье чăмăртама, хăйсен 12 ачине ура çине тăратма, тивĕçлĕ воспитанипе пĕлÿ пама пултарнă. Ачисем пурте професси пĕлĕвĕ илнĕ, Пушкăртстанра тата çĕршывăн ытти регионĕсенче ĕçлесе пурăнаççĕ. Кашнийĕ çемье çавăрнă. Паянхи кун Танзиля Шакуровнана 19 мăнук пурри савăнтарать. Халĕ утмăл çичĕ çулхи кинемей Туймазă районĕнчи Имангулово ялĕнче пурăнать.

 - Танзиля Шакуровна тата унăн çемйи поселокра иртекен обществăлла мероприятисене хастар хутшăнаççĕ, йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсене пулăшу параççĕ, ял çыннисем кинемее хисеплеççĕ, сума сăваççĕ,  - каласа панă муниципалитетра.

Танзиля Шарипована Ача амăшĕн I тата II степень медалĕсемпе, «Ача амăшĕн мухтавĕ» I тата II степень орденĕсемпе чысланă. Халĕ вара нумай ачаллă анне «Ача амăшĕ геройиня» сумлă ята тивĕçнĕ. Ятпа пĕрле ылтăн орден, çавăн пекех 1 млн тенкĕ преми параççĕ.

 - Анне ролĕ çыншăн чи пĕлтерĕшли шутланать. Унтан эпир мĕн пуррине вĕренетпĕр. Кунта чи лайăх çемьерен тата 12 лайăх çемье йĕркеленнĕ. Вĕсем хăйсен ачисене обществăшăн пĕлтерĕшлĕ хаклăхсене тĕпе хурса ÿстерĕç,  - тенĕ ПР çемье, ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Ленара Иванова.      

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: