Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чыслав
18 Октябрӗн 2023, 10:15

Тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн

1980 çултанпа сентябрь уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче машина тăвакансем хăйсен професси кунне паллă тăваççĕ.

Тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн
Тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн

Республикăра уяв кунĕнче çак тытăмра тăрăшакансене Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕн указĕпе килĕшÿллĕн патшалăх наградисемпе чыслаççĕ. Кăçал çак сумлă наградăна тивĕçнисен шутĕнче Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн академикĕ, Пелепей хулинчи «Автонормаль» Пелепей завочĕн» тĕп директорĕн патшалăх управленийĕн органĕсемпе ĕçлекен советникĕ Юрий Михайлов та пулнă. ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров Юрий Тимофеевича чаплă лару-тăрура ĕçре çитĕнÿсем тунăшăн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Хисеп хучĕпе чысланă.
Эпир сумлă таврапĕлÿçе, пултаруллă чăваш арне черетлĕ награда илнĕ ятпа саламлатпăр, иксĕлми хастарлăхпа çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хăват сунатпăр.
Редакци.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: