Урал сасси
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Чыслав
2 Ноябрӗн 2023, 10:20

Радий Хабиров аграри отраслĕн чи лайăх представителĕсене патшалăх наградисемпе чысланă

Ноябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунĕнче, Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров аграри отраслĕн чи лайăх представителĕсене Раççейпе республикăн патшалăх наградисемпе чысланă.

Радий Хабиров аграри отраслĕн чи лайăх представителĕсене патшалăх наградисемпе чысланă
Радий Хабиров аграри отраслĕн чи лайăх представителĕсене патшалăх наградисемпе чысланă

 - Паян эпир аграри профессине суйласа илнĕ çынсене чыслатпăр. Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе чи ăшă салам йышăнсамăр. Хисеплĕ туссем, сирĕн профессионализм, ĕçченлĕх, ĕçе чунтан парăнни пысăк хисепе тивĕç,  - тесе палăртнă республика ертÿçи.

Радий Хабиров сăмахĕсем тăрăх, пирĕн республикăшăн ял хуçалăхĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Аграрисем тăрăшнипе Пушкăртстан пурăнать тата чечекленет, çирĕппĕн малалла утать.

Çанталăк условисене  пăхмасăр кăçал аграрисем республикăна лайăх тухăç туса илнипе савăнтарнă. Кулленхи йывăр ĕç çеç агропромышленность комплексне пысăк çитĕнÿсем тума май панă.

 - Чылай çĕр ĕçченĕ паян Тăван çĕршыва хÿтĕлет. Эпир вĕсене хисеплетпĕр, тав тăватпăр. Вĕсем пурте – чăн-чăн паттăрсем. Вĕсене Çĕнтерÿпе кĕтетпĕр! Пирĕн паттăрсене пулăшу панăшăн, апат-çимĕçпе тивĕçтернĕшĕн, гуманитари конвойĕсем йĕркелеме хастар хутшăннăшăн сире пысăк тав,  - тенĕ Радий Хабиров.

Республика ертÿçи отрасль ветеранĕсене уйрăм палăртса хăварнă, пысăк наградăсем парса хавхалантарнă.         

 

 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: