Урал сасси
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Чыслав
6 Декабрӗн 2023, 09:49

Владимир Путин Пушкăртстан çыннисене патшалăх наградисемпе чысланă

Раççей Президенчĕ Владимир Путин çемье институтне çирĕплетнĕшĕн  тата ачасене тивĕçлĕ воспитани панăшăн «Ашшĕ-амăш мухтавĕ» медаль ордена Пушкăртстанри Аль-Сурури Яхью Мохамеда, Галия Давлетбаевана тата Дмитрипе Наталья Кормщиковсене панă. Тивĕçлĕ хушăва право информацин официаллă порталĕнче пичетленĕ.

Çавăн пекех Владимир Путин хушăвĕпе Ĕпхÿри Ленин районĕнчи администрацинче гуманитари тата социаллă ыйтусемпе ĕçлекен управлени начальникне Венера Гафарована ĕçри çитĕнÿсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлтан тăрăшса ĕçленĕшĕн Хисеп хучĕпе наградăланă.
Маларах çĕршыв пуçлăхĕ «Ашшĕ-амăш мухтавĕ» орденпа Пушкăртстанра пурăнакан Регинăпа Рустам Абдракиповсене чысланă. «Ашшĕ-амăш мухтавĕ» медаль ордена Айгульпа Ильдар Галиевсем тивĕçнĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: