Кăçал Чăваш пичечĕн кунĕ ыран, январь уйăхĕн 21-мĕшĕнче, иртмелле, анчах та Шупашкарта ăна паян паллă тунă. Уява пĕр кун маларах йĕркелесси йăлана кĕнĕ пулăм. Мероприяти вăхăтĕнче ĕçре палăрнă журналистсемпе полиграфистсене патшалăх, ведомствăсен наградисемпе чысланă. Вĕсен шутĕнче пирĕн ентеш те пурри савăнтарать.
Сăмах кунта «Хыпар» издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакторĕ пирки Елена Атаманова (хĕр чухнехи хушамачĕ Глухова) пирки пырать. Елена Михайловна Авăркас районĕнчи Трепел ялĕнче çуралса ÿснĕ, «Хыпар» издательство çуртĕнче 1998 çултанпа ĕçлет. Çак вăхăт хушшинче пултаруллă журналист тата йĕркелÿçе чылай наградăсене тивĕçнĕ. Паян вара ăна «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята панă.
Эпир те, унăн ентешĕсем, Елена Михайловнăна çак наградăна илнĕ ятпа саламлатпăр, чăваш пичечĕн аталанăвĕшĕн ырми-канми тăрăшма çирĕп сывлăх тата ăнăçу сунатпăр.
Юрий СНЕГОПАД.