Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чыслав
15 Апрелӗн , 11:20

Нумай ачаллă 55 аннене «Анне мухтавĕ» медальпе чыслĕç

ПР Пуçлăхĕн указĕпе килĕшÿллĕн республикăра пурăнакан нумай ачаллă 55 аннене «Анне мухтавĕ» медальпе чыслĕç. Асăннă наградăна пилĕк тата ытла ача çитĕнтерекен аннесем илме тивĕçни паллă.

Нумай ачаллă 55 аннене «Анне мухтавĕ» медальпе чыслĕç
Нумай ачаллă 55 аннене «Анне мухтавĕ» медальпе чыслĕç

Списокри 19 хĕрарăм Баймак районĕнчен, кунта çемьесенче йышлă ача çуратасси ырă йăлана кĕнĕ. Ыттисем республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен.

Пушкăртстанра «Анне мухтавĕ» медале 1998 çултан пама йышăннă. 2014 çулта вара республикăра «Атте-анне хастарлăхĕ» медальпе чысласси вăя кĕнĕ.

Сăмах май, маларахри савăнăçлă церемони февраль уйăхĕнче иртнĕ, ун чухне 24 муниципалитетри 50 хĕрарăм «Анне мухтавĕ» медале илме тивĕçнĕ.       

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: