Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чыслав
11 Июнӗн , 16:35

Пушкăртстан пуçлăхĕ тĕрлĕ отрасльсен ĕçченĕсене чысланă

Паян, июнь уйăхĕн 11-мĕшĕнче, Ĕпхÿри Советски лапамĕнче Радий Хабиров республикăри тĕрлĕ отрасльсен представителĕсене патшалăх наградисем парса чыс тунă.  

Пушкăртстан пуçлăхĕ тĕрлĕ отрасльсен ĕçченĕсене чысланă
Пушкăртстан пуçлăхĕ тĕрлĕ отрасльсен ĕçченĕсене чысланă

Регион ертÿçи учительсемпе ăсчахсене, тухтăрсемпе инженерсене, аграрипе культура ĕçченĕсене, усламçăсемпе тĕрлĕ професси çыннисене салам сăмахĕсем каланă. Ятарлă çар операцине хутшăнакансене те тимлĕх уйăрнă, республика паттăрĕсене çĕнтерÿпе тата ырă-сывă таврăнма суннă. Унсăр пуçне Радий Хабиров Пушкăртстан чи пысăк строительство лапамĕсенчен пĕри пулса тăнине палăртна. Çурт-йĕрпе шкулсем, ача сачĕсемпе больницăсем тата спорт центрĕсем пысăк хăвăртлăхпа хăпарăнаççĕ. Ĕпхÿ хулин 450 çулхи юбилейĕ тĕлне пысăк ĕçсем пурнăçланаççĕ.

Иртнĕ эрнере республика Петербургри Пĕтĕм тĕнчери экономика форумне хутшăннине аса илтернĕ. Регион пуçласа Наци инвестици рейтингĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Пĕтĕмĕшле Пушкăртстан çĕршыври аталанакан регионсенчен пĕри пулнине палăртнă.

Радий Хабиров республикăра пултаруллă çынсем, чăн-чăн патриотсем пурăнни çинчен каланине пĕрре мар илтнĕ. Савăнăçлă пуху вăхăтĕнче вăл патшалăх наградисен хуçисем çинчен пĕр-икĕ сăмах каласа хăварнă. «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ журналисчĕ» хисеплĕ ята Гульдария Юсупова тата Рамзия Каримова-Байбулатова тивĕçнĕ. Гульдария Гатиятовна – редактор тата ирхи эфирсен ертÿçи. Рамзия Рафаэловна пĕлтерĕшлĕ пулăмсем пулса иртекен вырăнсенчен репортажсем хатĕрлет. Çавăн пекех мероприятие «Ка-32» вертолет экипажĕ – Александр Богданович тата Виталий Дорошин – хутшăннă. Юлашки икĕ çул хушшинче вĕсем 85 пĕлтерĕшлĕ вĕçев тунă. Пушар та сÿнтернĕ.  Вĕсене «Вилĕмрен çăлса хăварнăшăн» медальсемпе чысланă. Виль Тимербулатов 40 çул медицина сферине халалланă. Паллă ăсчах, хирург 5 пин ытла операци туса ирттернĕ. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн Виль Мамилович «Пушкăртстан Республикин халăх тухтăрĕ» ята тивĕçнĕ.

Ĕпхÿ хулишĕн юбилейлă çул пулнине асра тытса Ĕпхÿ хула Канашĕн председательне, паллă строителе Марат Васимова «Пушкăртстан Республики умĕнчи тивĕçсемшĕн» орденпа наградăланă. Салават Юлаев ячĕллĕ ордена ПР Патшалăх Пухăвĕн - Курултайĕн вице-спикерĕ Салават Хусаинов тивĕçнĕ.

Республика ертÿçи патшалăх наградисем илнисене тăрăшса ĕçленĕшĕн, пысăк профессионализм кăтартнăшăн чунтан тав тунă.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: