Урал сасси
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чыслав
13 Июнӗн , 18:00

Пушкăртстан тухтăрĕ «Ят-сум» тухтăрсен чи пысăк премине тивĕçнĕ

Пушкăртстанри Сывлăх сыхлав министерствин штатра тăман тĕп специалисчĕ Елена Савельева оториноларинголог Раççейри «Ят-сум» («Признание») тухтăрсен чи пысăк премине тивĕçнĕ. Вăл «Медицинăра çĕнĕ юхăм йĕркеленĕшĕн» номинацире палăрса сумлă награда илнĕ.

Пушкăртстан тухтăрĕ «Ят-сум» тухтăрсен чи пысăк премине тивĕçнĕ
Пушкăртстан тухтăрĕ «Ят-сум» тухтăрсен чи пысăк премине тивĕçнĕ

Раççейри Федераллă медицинăпа биологи агентствин (ФМБА) оториноларингологи Наци медицина тĕпчевĕн центрĕн директорĕ Николай Дайхес ертсе пынипе Мускаври, Чулхулари тата Санкт-Петербургри ĕçтешĕсемпе пĕрле начар илтме пуçланин диагностика тата начар илтекен ачасен итлевпе пуплев комплексĕн реабилитаци системисене йĕркеленĕ. Елена Евгеньевна çĕнĕ юхăма пуçарса ярас, Раççейри неонотолог-тухтăрсене вĕрентес, ача çуратмалли çуртсенче аудиологи скринингне хута ярас, начар илтекен ачасем валли реабилитаци ирттерес, Ĕпхÿри «Дуслык» санаторинче çулсерен ачасем валли реабилитаци йĕркелес ĕçсене хастар хутшăнать.   

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: