Урал сасси
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чыслав
19 Июнӗн , 12:45

Владимир Яковлев ĕçĕсене Чăваш Ен пуçлăхĕ хакланă

Июнь уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев «Чăваш Республикин наградисемпе чысласси çинчен» калакан черетлĕ Указа алă пуснă.

Владимир Яковлев ĕçĕсене Чăваш Ен пуçлăхĕ хакланă
Владимир Яковлев ĕçĕсене Чăваш Ен пуçлăхĕ хакланă

Патшалăх наградисене тивĕçнисен шутĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе пысăк çитĕнÿ тунă вĕрентекенсемпе ÿнерçĕсем, тухтăрсемпе культура ĕçченĕсем, патшалăх влаç органĕсен представителĕсемпе çĕр ĕçченĕсем пур.
Асăннă документпа килĕшÿллĕн Пелепей тăрăхĕнчи чăвашсен наципе культура автономин председателĕ Владимир Яковлев «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ. Сумлă наградăна ăна Мускавра иртнĕ Акатуйра парса чысланă.
Владимир Матвеевич Пушкăртстанри чăвашлăха аталантарассине пысăк тÿпе хывать. Вăл хăйĕнпе пĕр шухăшлă ĕçтешĕсемпе «Пушкăртстанри чăвашсен кĕске энциклопедине» кун çути кăтартнă, çак кăларăмăн тĕп редакторĕ пулнă. Çавăн пекех йăла-йĕркене, юрра-ташша упраса хăварас, ачасене сцена çинче хăйсене тытма вĕрентес тĕллевпе «Силпи асамачĕ» ача-пăча фестивальне çулсерен йĕркелет. Пелепейри чăваш гимназипе тачă çыхăнура ĕçлени те ĕç тухăçлăхне самай ÿстерме пулăшать.
Ĕçтешĕмĕре сумлă наградăна тивĕçнĕ ятпа чĕререн саламлатпăр, малалла та ăнăçлă ĕçлеме иксĕлми вăй-хал сунатпăр.
Виталий ВИКТОРОВ,
ПР чăваш наципе культура автономийĕн ертÿçи.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: