Кремль керменĕнчи Екатерина залĕнче Раççей Президенчĕн Администраци ертÿçин пĕрремĕш çумĕн Сергей Кириенкăн аллинчен илнĕ патшалăх награди ял хутлăх пуçлăхĕн асĕнче ĕмĕрлĕхех асра юлĕ.
Çакă çĕршыв историйĕнче пирвайхи хут пулса иртнĕ. Пысăк чыса тивĕçнисен шутĕнче Анатолий Никитин пулни уйрăмах савăнтарать.
Анатолий Маркелович Сименкке ял хутлăх пуçлăхĕн тивĕçне 1990 çултанпа пурнăçлать. Вăтăр тăватă çул хушшинче ял хутлăхĕ çĕршывĕпе пĕрле тĕрлĕ йывăрлăхсене çĕнтернĕ, паянхи кун вăл республикăра тĕслĕхлисенчен пĕри шутланать. Çакă ăна çынсем шаннине, вăл пуян опытлă пулнине çирĕплетет.
Эпир Анатолий Маркеловича пысăк наградăна илме тивĕçнĕ ятпа саламлатпăр, нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, Пелепей районĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн тав тăватпăр.
Пелепей районĕнчи
чăваш наципе культура автономийĕ.