Урал сасси
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чыслав
21 Июлӗн , 11:15

Юрий Леонтьев черетлĕ наградăна тивĕçнĕ

Ĕнер, июль уйăхĕн 20-мĕшĕнче, Федоровка районĕнчи Дедовăри Пукравпа Эннат мăнастирĕнче çамрăксемпе патриотизм форумĕн ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ. Мероприяти Салават тата Кумертау епархийĕн Николай преосвященство  пехилленипе иртнĕ. Унта епархири вырсарни шкулĕсен воспитанникĕсем, ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисемпе ачисем хутшăннă.

Юрий Леонтьев черетлĕ наградăна тивĕçнĕ
Юрий Леонтьев черетлĕ наградăна тивĕçнĕ

Форум лăпка та ăшă, ĕçлĕ лару-тăрура иртнĕ. Унăн ĕçне Кумертаури авиаци производство предприятийĕн директорĕ, Пушкăртстан Республикин Патшалăх Пухăвĕн депутачĕ Ольга Плохова хайĕн ашшĕ-амăшĕпе хутшăннă. Тĕрлĕ чатсенче асăннă мероприяти пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртнă. Çакна аяларах илсе кăтартнă йĕркесем те çирĕплетеççĕ: «Чун-чĕре хушнипе çакăн пек анлă йĕркелнĕ пухушăн пуçаруçăсене тав тумалла. Турă упратăр вĕсене»,- тенĕ.

Форум вăхăтĕнчи пĕр кăмăллă самант çинче те чарăнса тăмалла. Авăркас районĕнчи Чăваш Хурамал ялĕнчи В.В.Николаев ячĕллĕ шкулти музей ертÿçине, тава тивĕçлĕ вĕрентекене Юрий Леонтьева Вырăс православи чиркĕвĕн Серафим Саровский медаль-орденне парса чысланă. Çак наградăна Юрий Харитонович обществăра йăла-йĕрке хаклăхĕсене упраса хăварас ĕçре тунă çитĕнÿсемшĕн тата 65 çул тултарнă ятпа тивĕçнĕ. Нумаях пулмасть вăл Раççей шайĕнче йĕркеленĕ «Вĕрентекенĕн кăмăл-сипет паттăрлăхĕшĕн» конкурсра Гран-при çĕнсе илнĕччĕ.

Саламлатпăр! Малашне тата та çитĕнÿсем тумалла пултăр.

Юрий СНЕГОПАД.

Юрий Леонтьев черетлĕ наградăна тивĕçнĕ
Юрий Леонтьев черетлĕ наградăна тивĕçнĕ
Юрий Леонтьев черетлĕ наградăна тивĕçнĕ
Юрий Леонтьев черетлĕ наградăна тивĕçнĕ
Юрий Леонтьев черетлĕ наградăна тивĕçнĕ
Юрий Леонтьев черетлĕ наградăна тивĕçнĕ
Юрий Леонтьев черетлĕ наградăна тивĕçнĕ
Юрий Леонтьев черетлĕ наградăна тивĕçнĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: