Урал сасси
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чыслав
23 Июлӗн , 09:40

Унăн ĕçне çĕршыв пуçлăхĕ тивĕçлĕ хак панă

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Пушкăртстан çыннисене патшалăх наградисемпе чысласси çинчен калакан указа алă пуснă.

Унăн ĕçне çĕршыв пуçлăхĕ  тивĕçлĕ хак панă
Унăн ĕçне çĕршыв пуçлăхĕ тивĕçлĕ хак панă

Ĕçри çитĕнÿсемшĕн тата нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн «Автонормаль» Белебеевский завод» АО тĕп директорĕн патшалăх управленийĕн органĕсемпе çыхăнса ĕçлекен советникĕ Юрий Михайлов Раççей Президенчĕн Хисеп хутне илме тивĕçнĕ.
Юрий Тимофеевич Авăркас районĕнчи Чăваш Хурамал ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл вырăнти вăтам шкулта, Пушкăрт патшалăх педагогика университечĕн истори факультетĕнче вĕреннĕ. Истори учителĕ пулса ĕçленĕ. 1991 çултанпа Çтерлĕ патшалăх педагогика институтĕнчи политика, пĕтĕмĕшле историсен кафедрин ассистенчĕ, истори факультечĕн деканĕн çумĕ пулнă. Аспирантурăра вĕренсе «Этнология» специальноçа алла илнĕ. 1999 çултан «Оренбурггазпром» ОООра социолог пулса ĕçленĕ. 2011 çулта Патшалăх службин Урал академинче «Патшалăх тата муниципаллă управлени» факультетĕнчен вĕренсе тухнă. 2012 çултан Чăваш Республикин Экономика, промышленность, суту-илÿ аталанăвĕн министерствинче обществăлла çыхăнусен пайĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçланă. Хальхи вăхăтра чăваш арĕ Мускавра «Ростех» патшалăх корпорацийĕнче ĕçлет, унтах пурăнать. Çав вăхăтрах «Автонормаль» Белебеевский завод» АО тĕп директорĕн патшалăх управленийĕн органĕсемпе çыхăнса ĕçлекен советникĕн тивĕçĕсене пурнăçлать. Юрий Тимофеевича çак пысăк наградăна илнĕ ятпа саламлатпăр, малашне те тăван республикăшăн ырми-канми ĕçлеме сунатпăр.
Ирида НОВИКОВА.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: