Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чыслав
11 Августӑн , 14:20

Анатолий Аксаков «Шупашкар хулин хисеплĕ çынни» ята тивĕçнĕ

Шупашкарта пурăнакансем, хула 555 çул тултарас умĕн, «Чăваш Республикин тĕп хулин хисеплĕ çынни» ят кăçал кама тивĕçессине сасăлав урлă татса панă. Чи нумай сасă пухаканни РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков пулнă. Çак пулăма Шупашкар хулин депутачĕсен пухăвĕ август уйăхĕн 9-мĕшĕнче çирĕплетнĕ тесе пĕлтернĕ ТАСС.

Анатолий Аксаков «Шупашкар хулин хисеплĕ çынни» ята тивĕçнĕ
Анатолий Аксаков «Шупашкар хулин хисеплĕ çынни» ята тивĕçнĕ

«Шупашкар хулин хисеплĕ çынни» ята кашни çулах параççĕ. Кăçал сумлă ята илме 9 кандидат тăратнă пулнă. Вĕсен шутĕнче Шупашкарта пурăнакан тава тивĕçлĕ çынсем, хула аталанăвĕшĕн, илемĕшĕн пысăк та пĕлтерĕшлĕ ĕçсем тунă ентешсем кĕнĕ. Кандидатсене ĕç коллективĕсемпе обществăлла организацисем сĕннĕ.

Пĕтĕмлетÿсем тунă хыççăн хула депутачĕсен пухăвĕ «Шупашкар хулин хисеплĕ çынни» ята РФ Патшалăх Думин финанс рынокĕн комитечĕн ертÿçине Анатолий Аксакова пама йышăннă. Анатолий Геннадьевича сумлă наградăпа Шупашкар хули кунĕ умĕн, август уйăхĕн 15-мĕшĕнче, савăнăçлă лару-тăрура чыслĕç.

Сăмах май, икĕ çул каялла, 2022 çулта, Пушкăртстанра çуралнă Анатолий Аксаков «Чăваш Республикин хисеплĕ çынни» ята тивĕçнĕ. Ентешĕсем ăна черетлĕ награда илнĕ ятпа саламлаççĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: