«Атте хастарлăхĕ» республика конкурсĕ – Пушкăртстан Республикинчи Обществăлла палатăн проекчĕ. Вăл аттесене хăйсен историĕпе паллаштарма пулăшать.
- Кăçал уйрăмлăх паллине республикăри хуласемпе районсенче пурăнакан 52 атте илме тивĕçет. Çав шутра - сывлăх енчен тулли пурнăçпа пурăнайман ачасене воспитани паракан тата нумай ача çитĕнтерекен аттесем, професси династийĕсен представителĕсем, спортсменсемпе культура ĕçченĕсем, геройсен ашшĕсем. Чи çамрăк лауреат 36 çулта, чи асли – сакăр вун тăххăрта, - каласа панă проектăн вăхăтлăха ĕçлекен ĕçлĕ ушкăнĕн ертÿçи, ПР Обществăлла палатăн пайташĕ Алина Хабирова.
Обществăлла палата пĕлтернĕ тăрăх, Çемье çулталăкĕнче иртекен пиллĕкмĕш юбилейлă конкурса хутшăнма республикăн 58 муниципаллă пĕрлешĕвĕнче пурăнакан 319 аттерен заявка килнĕ. Ытларах Ĕпхÿпе Чишма, Краснокамскпа Бирск тата Туймазă районĕсенчен, Ĕпхÿпе Октябрьский хулисенчен.
Чи лайăххисене эксперт комиссийĕ палăртнă. Унăн йышне ПР Обществăлла палатăн пайташĕсем, ПР Аттесен канашĕн, ПР Хĕрарăмсен канашĕн, «Торатау» конгресс-холăн ертÿçисем, ПР ача прависене хÿтĕлекен уполномоченнăйĕ кĕнĕ.