«Пĕрле хĕсметре тăракансемшĕн вăл харсăр та çирĕп кăмăллă çар çынни пек асра юлĕ. Пĕрре мар тăшманăн вут-çулăмĕ айĕнче пулнă чухне взвода ăста ертсе пынă, кирлĕ те вырăнлă команда пама пултарнă. Кăçалхи апрель уйăхĕн 12-мĕшĕнче çар тĕллевĕсене пурнăçланă чухне вăл ертсе пыракан ушкăн темиçе сехет позицине тăшман аллине паман. Атакăна сирсе янă вăхăтра Суфияров аслă лейтенант пĕччен тăрса юлнă. Тыткăна лекес мар тесе офицер хайне хăй тата виçĕ ВСУ салтакне гранатăпа сирпĕтнĕ», - тесе çырнă Радий Хабиров.
Çавăн пекех республика ертÿçи Ильдар Суфиярова çакăн пек чыслă ята пама ходатайство тăратнине тивĕçлĕ тимлĕх уйăрнăшăн çĕршыв пуçлăхне тата оборона министрне Андрей Белоусова тав тунă.
«Паттăрăн тăванĕсемпе çывăх çыннисемшĕн, паллах, эпир тăрăшăпăр. Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсен çемйисем - вĕсем пирĕн çемьесем. Паттăра яланах асра тытăпăр», - палăртнă Хабиров.
Юрий СНЕГОПАД.