Тĕп редактор пулĕмĕнчи калаçу ытларах тĕпчев ĕçĕсем пирки пычĕ. Тĕрĕсрех каласан, истори тымарне тĕпчекенсем тĕрлĕ вăрçăсенче пуçĕсене хунă тата вĕсене хутшăннă Ĕпхÿ тăрăхĕнчи чăваш çыннисем пирки электронлă энциклопеди кăларасси çинче чарăнса тăчĕç. Кунта XVIII ĕмĕртен пуçласа 1945 çулчченхи çар тумне тăхăннă çынсем кĕмелле. Палăртнă ĕç самай пысăк та сулмаклă, çавăнпа та ăсчахсем вырăнти ял-хуласенчи чăваш хастарĕсенчен пулăшу ыйтаççĕ. Çавăн чухне çеç истори çăлкуçĕ тĕрĕслĕхпе тулли те пĕлтерĕшлĕ, вулакансемшĕн хаклă кăларăм пулса тăрĕ тесе шутлаççĕ.
- Тĕпчев ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Тепĕр чухне архиври ĕçсенче те вăл е ку пулăма анлăн çырса кăтартман. Çавăнпа та вырăна çитсе иртнине уçăмлатмасăр чăн тĕрĕслĕх пулас çук. Çак тĕллевпех эпир республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пулма тăрăшатпăр. Паян Пелепей тăрăхне çитрĕмĕр. Çывăх вăхăтра Пушкăртстанăн кăнтăр районĕсенче пуласшăн, - ĕç йĕркипе кĕскен паллаштарчĕ Мударис Харисович.
Çак тĕлпулу вăхăтĕнче кăмăллă самант та пулса иртрĕ. Пелепей тăрăхĕнчи Ярмулай ялĕнче пурăнакан Михаил Сидоров чăваш наци академикне К. Иванов ячĕллĕ историпе культурологи тĕпчевĕн фончĕн (Шупашкар хули) Тав çырăвне парса чысларĕç. Ăна Михаил Петрович сăвар-пăлхар-чăваш халăхĕн культура еткерне упраса хăварас, чĕртсе тăратас тата халăх хушшинче сарас ĕçре хастар пулнăшăн тивĕçнĕ. Эпир хамăрăн сумлă шур сухала саламлатпăр, ырлăх-сывлăх сунатпăр.