Урал сасси
+19 °С
Облачно
Чыслав
24 Апреля 2025, 13:30

Владимир Путин Пушкăртстанри пĕр çемьене медальпе наградăланă

РФ Президенчĕ Владимир Путин Ильшатпа Регина Лукмановсене «Ашшĕ-амăш мухтавĕ» орден медалĕ парса чысланă. Çакăн пирки республикăри çемье, ĕç тата халăха социаллă хÿтлĕх парассине тимлекен министр Ленара Иванова пĕлтернĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Владимир Путин Пушкăртстанри пĕр çемьене медальпе наградăланăВладимир Путин Пушкăртстанри пĕр çемьене медальпе наградăланă
Владимир Путин Пушкăртстанри пĕр çемьене медальпе наградăланă

 - Благовар районĕнче пурăнакан çемье пуçĕ Ильшат Ильдарович хресченпе фермер хуçалăхне ертсе пырать, лашасем ĕрчетет. Регина Римовна  - истори учителĕ, ПР Çут ĕç отличникĕ. Тăватă ывăлĕ те  – Аскарпа Ислам, Аланпа Ильгам – спортпа туслă, пултарулăхпа наука конкурсĕсенче çитĕнÿсем тăваççĕ, лайăх вĕренеççĕ, ашшĕпе амăшне пулăшаççĕ, - каласа панă Ленара Иванова çемье пирки.

Автор:Ирида Матниязова