«Омет» хаçатăн тĕп редакторĕ – «Раççейĕн тава тивĕçлĕ журналисчĕ»
РФ Президенчĕ Владимир Путин Пушкăртстанра пурăнакансене патшалăх наградисемпе чысласси çинчен калакан хушăва алă пусса çирĕплетнĕ.
«Омет» хаçатăн тĕп редакторĕ – «Раççейĕн тава тивĕçлĕ журналисчĕ»
Документра çырнинчен çакă паллă: «Омет» хаçатăн тĕп редакторне Радис Нугуманова Тăван çĕршыври журналистикăна аталантарас ĕçри тивĕçсемшĕн тата нумай çул хушши тăрăшса ĕçленĕшĕн «Раççейĕн тава тивĕçлĕ журналисчĕ» хисеплĕ ят панă.