Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Чыслав
14 Майӑн 2025, 06:00

Çĕнĕ асăну хăми уçĕç

Тепĕр вун икĕ кунтан хамăрăн пултаруллă ентешĕмĕр, вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕ, чăваш литература чĕлхине никĕслекен Константин Иванов поэт çуралнăранпа 135 çул çитет. Апла пулсан ырă йăлапа Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕ хăнасене кĕтсе илме хатĕрленет. Юбилей мероприятийĕсем унтах май уйăхĕн 29-мĕшĕнче иртĕç.

Çĕнĕ асăну хăми уçĕçÇĕнĕ асăну хăми уçĕç
Çĕнĕ асăну хăми уçĕç

Çав вăхăтрах Пушкăртстанри чăваш наципе культура автономийĕ те тĕрлĕ пуçарусем тăвать. Вĕсенчен пĕри вăл Константин Иванов 1902-1903 çулсенче Пелепей хулинче вĕреннĕ çурт çине вырнаçтарнă асăну хăмине çĕнетесси. Хальхи вăхăтра вăл «Олимп» культурăпа кану комплексĕн çурчĕ çинче çакăнса тăрать, анчах та самай кивелнĕ (сăн ÿкерчĕкре). Çак çитменлĕхе автономи хастарĕсем пĕтерсе çĕнĕ асăну хăми уçасшăн. Вăл хальхинче поэтăн барельефĕпе илемленĕ. Тăкаксене ниме шайĕнче саплаштарма йышăну тунă.
Хальхи вăхăтра çак пархатарлă ĕçе пурнăçа кĕртме укçа-тенкĕ пухасси пырать. Пĕрремĕш пулăшакансем пулса Пелепей хулинчи Рудольф Павлов (5 пин), Геннадий Кузнецов, Сергей Тефтерев, Владимир Яковлев (20-шер пин), Юрий Михайлов, Владимир Борисов (10-шар пин), Борис Азаков – 5 пин тенкĕ (Аксаково ялĕ, Пелепей районĕ), Ермеккей районĕнчи Кăратмасри Павел Корыстолев (10 пин), Ĕпхÿри Виталий Викторов (10 пин) хутшăнчĕç.
Ырă пуçару пурнăçа кĕрессе шанатпăр.
Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас