Пур хыпар та
Чыслав
28 Майӑн 2025, 18:25

Чăваш Енри Пайкилте асӑну хӑми уҫнӑ

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, чӑваш литературин классикӗ Константин Иванов ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитрӗ.

Чăваш Енри Пайкилте асӑну хӑми уҫнӑ
Чăваш Енри Пайкилте асӑну хӑми уҫнӑ

Унӑн несӗлӗсем Чăваш Енри Канаш тӑрӑхӗнчи Пайкилт ялӗнчен тухни çинчен "Урал сасси" хаçат çырса пĕлтернĕччĕ. Ҫавна май унта май уйӑхӗн 26-мӗшӗнче асӑну хӑми уҫнӑ. Кун пирки Ольга Туркай радиожурналист социаллă сетьри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

«Республикӑри Профессионаллӑ писательсен союзӗ тата ял халӑхӗ тӑрӑшнипе (чӑваш халӑх поэчӗ Светлана Асамат ҫине тӑнипе) кунта асӑну хӑми уҫрӗҫ. Шупашкартан чӑваш халӑх писателӗ, союз ертӳҫи Сергей Павлов, чӑваш халӑх поэчӗсем Светлана  Асаматпа Раиса  Сарпи, Халӑхсем хушшинчи Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗсем Олег Цыпленковпа Ольга. Туркай хутшӑнтӑмӑр», — хыпарланӑ Ольга Туркай.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас