Асăннă уяв Пелепей çĕрĕ çинче июнь уйăхĕн 12-мĕшĕнче «Юрлакан çăлкуçсем» («Поющие родники») паркра чаплă лару-тăрура иртрĕ. Сабантуй программи пуян та анлă пулчĕ: организацисем юртăсем лартни, куравсем, концертсем, суту-илÿ речĕсем, спорт ăмăртăвĕсем… Уявăн пĕлтерĕшлĕ саманчĕсенчен пĕри иртнĕ çул кăтартăвĕсем тăрăх мала тухнă тĕрлĕ сферăри организацисемпе учрежденисене чыслани пулчĕ. Пысăк чыс-сума тивĕçнисен шутĕнче Пелепей хулинчи чăваш гимназийĕ пулнине палăртса хăварма кăмăллă. Асăннă пĕлÿ учрежденийĕ çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх «Пелепей районĕнчи чи лайăх вĕрентÿ организацийĕ» ята тивĕçнĕ. Çакна çирĕплетекен Диплома гимнази директорĕ Фидалия Молчанова СВО паттăрĕн Роман Москаленко (Янтарь) аллинчен илнĕ.
- Пирĕн организаци «Чи лайăххи» ята тивĕçнипе мăнаçланатпăр. Çакăншăн педагогсен коллективне, гимназистсене тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсене тав тăватпăр. Çавăн пекех Пелепей районĕнчи вĕрентÿ управленине çитĕнÿ тума май туса панăшăн тав сăмахĕ калатпăр. Пуласлăх пирĕн алăра, ачасемшĕн тата республикăшăн тăрăшса ĕçлетпĕр, - тенĕ Фидалия Фаритовна социаллă сетьсенче.
Сăмах май, çак кун чăваш гимназийĕ тепĕр наградăна та тивĕçнĕ. Вăл «Пушкăртстан юртисем» конкурса хутшăнса «Наци йăли-йĕркипе хăнасене кĕтсе илесси» номинацире çĕнтернĕ, район администрацийĕн Дипломĕн хуçи пулса тăнă.
Пелепей хули.