-14 °С
Пӗлӗтлӗ
2025 çулхи июнь уйăхĕн 10-мĕшĕнчи Указпа килĕшÿллĕн ачисене тивĕçлĕ воспитани панăшăн, çемье хаклăхĕсене тата йăли-йĕркисене упраса хăварас тĕлĕшпе пысăк тÿпе хывнăшăн Давлекан районĕнчи Наталия Иванова, Архангельск тăрăхĕнчи Зиннурпа Рамиля Башировсем, Туймазă районĕнчи Маратпа Зульфия Давлетовсем, çавăн пекех Ĕпхÿ хулинче пурăнакан Михаилпа Тамара Беловсем пысăк наградăна илме тивĕçнĕ.
«Ашшĕ-амăшĕн хастарлăхĕ» медале Пушкăртстан Президенчĕн указĕпе 2014 çулхи ноябрь уйăхĕн 21-мĕшĕнче çирĕплетнĕ.