Пур хыпар та
Чыслав
3 Июлӗн 2025, 19:30

Лариса Абдуллина çыравçа «Пушкăртстан халăх поэчĕ» ята панă

Паян, июль уйăхĕн 3-мĕшĕнче, поэтесса, куçаруçă, журналист, вуншар кĕнеке авторĕ, Шайхзада Бабич тата Шагит Худайбердин премийĕсен лауреачĕ Лариса Абдуллина Пушкăртстан Пуçлăхĕн Радий Хабиров аллинчен «Пушкăртстан халăх поэчĕ» сумлă ята панине çирĕплетекен удостоверенине илнĕ. Чыслав процедури Ĕпхÿре «ПР Писательсен союзĕ» регионти обществăлла организацин пухăвĕнче иртнĕ.

Лариса Абдуллина çыравçа «Пушкăртстан халăх поэчĕ» ята панă
Лариса Абдуллина çыравçа «Пушкăртстан халăх поэчĕ» ята панă

Лариса Абдуллина Давлекан районĕнчи Мякаш ялĕнче çуралнă. Пушкăрт патшалăх университетне пĕтернĕ хыççăн республикăри çамрăксен  «Йешлек» хаçатĕнче ĕçленĕ. 2011- 2020 çулсенче «Башкортостан» хаçатра тăрăшнă, ун хыççăн «Акбузат» журналăн тĕп редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлама пуçланă..

2023 çулхи январьте Раççей премьер-министрĕ Михаил Мишустин «Акбузат» журнал колективне РФ правительствин премине парса чысланă. Каярах, март уйăхĕнче, Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров Лариса Абдуллинана Салават Юлаев орденĕпе наградăланă.

Юрий СНЕГОПАД.

Лариса Абдуллина çыравçа «Пушкăртстан халăх поэчĕ» ята панă
Лариса Абдуллина çыравçа «Пушкăртстан халăх поэчĕ» ята панă
Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас