Пур хыпар та
Чыслав
7 Сентябрӗн 2025, 13:05

Андриян Николаев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине çÿллĕ шайра паллă тăвĕç

Сентябрь уйăхĕн 5-мĕшĕнче эпир хамăрăн чăваш кăйкăрĕ Андриян Николаев çуралнăранпа 96 çул çитнине паллă турăмăр. 2029 ҫулта СССР лётчик-космонавчӗ, икӗ хут Совет Союзӗн Геройӗ, авиацин генерал-майорӗ, Чăваш Енĕн хисеплĕ гражданинĕ ҫут тĕнчене килнĕренпе 100 ҫул ҫитӗ.

Андриян Николаев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине çÿллĕ шайра паллă тăвĕç
Андриян Николаев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине çÿллĕ шайра паллă тăвĕç

  Ҫак куна Чăваш Республикинче анлӑн та тивӗҫлипе уявлама хатӗрленеҫҫӗ. Паллах, регинсенче пурăнакан йăхташ-ентешсем те юбилей мешеххинчен пăрăнса юлмĕç. Ҫавна май кăçалхи сентябрь уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ятарлӑ Указа алӑ пуснӑ. Унта 2029 ҫулта тӗрлӗ мероприяти туса ирттересси ҫинчен каланӑ, ун валли мероприятисен планне хатӗрлеме хушнӑ.

  Указа алă пуснă май Олег Алексеевич хăйĕн шухăшне те пĕлтернĕ.

«Пирĕн Чăваш Енри пĕрремĕш космонавта, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ авиацин генерал майорне тивĕçлипе чысламалла. Вăл Тăван çершывăн космонавтика тĕнчине аталантарас ĕçре пысăк тÿпе хывнă, паттăрлăх, наукăпа прогресс символĕ пулса тăнă.

   Андриян Николаевăн еткерĕ çамрăксемшĕн, пирĕншĕн паха та хавхалантаракан тĕслĕх. Вăл тĕнчешĕн çĕнĕ горизонтсем уçнă.

Эпир хамăрăн ентеше асра тытмалла, çĕнĕ ăрăва çитĕнÿсем тума хавхалантармалла», - тесе çырнă Олег Николаев хăйĕн телеграм каналĕнче.

Юрий СНЕГОПАД.

Андриян Николаев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине çÿллĕ шайра паллă тăвĕç
Андриян Николаев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине çÿллĕ шайра паллă тăвĕç
Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас