Хальхи вăхăтра канăçсăр чĕреллĕ таврапĕлÿçĕ тĕрлĕ вăрçăсене хутшăннă тата пуçĕсене хунă Ĕпхÿ тăрăхĕнчи чăваш çыннисем пирки электронлă энциклопеди кăларассипе ĕçлет. Пысăк та йывăр лава пĕччен туртма çăмăл мар, çавăнпа та ăна çак ĕçре пĕр шухăшлă ĕçтешĕсем пулăшса пыраççĕ. Паллах, Мударис Харисовича Мускаври Раççей çар историйĕн тата Санкт-Петрбургри Раççей историн патшалăх архивĕсенчи документсемпе усă курни тĕпчев ĕçне тĕплĕнрех те тарăнрах тишкерсе хак пама май парать.
Нумаях пулмасть вара Мударис Сафина Рф Оборона министерстртви Тăван çĕршыва хÿтĕлесе вилнисене асра хăвармалли ĕçсем тунăшăн «Тăван çĕршыва хÿтĕлесе пуçĕсене хунисене асра тытма тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медале тивĕçнĕ. Эпир Мударис Харисовича çак наградăна илнĕ ятпа саламлатпăр.
Юрий СНЕГОПАД.