«Хăй çамрăк пулнине пăхмасăр вăл йывăр лару-тăрура этемлĕхĕн чи ырă енĕсене кăтартма пултарнă, уншăн пирĕн мăнаçланмалли çеç юлать. Сергейĕн амăшне ывăлне тивĕçлĕ воспитани панашăн уйрăм тав тумалла. Паллах, арçын ачан ашшĕне хăвăртрах сывалса ура çине тăма сунатпăр», - тесе çырнă социаллă сетьсенче район администраци пуçлăхĕ Антон Тарасов.
Аса илтеретпĕр, арçын ача ашшĕпе пĕрле Белорецк районне кватроциклпа ярăнма кайнă пулнă. Çул çинче тахăш самантра тимĕр ут çаврăнса ÿкнипе арçын техника айне лекнĕ. Çавна пулах суранланнă, вырăнтан хускалайман. Çутă кун вĕçленсе килнĕ, каç пулнă. Вунă çулхи шкул ачи çухалса кайман, çав вырăнтах хăй тĕллĕн палатка лартнă та çемье çĕр каçма юлнă. Ирхине пĕчченех юнашарти яла çитнĕ, çăлавçăсене чĕнсе илнĕ.
Юрий СНЕГОПАД.