Пур хыпар та
Чыслав
6 Октябрӗн 2025, 10:00

Радий Хабиров Пушкăртстанра пурăнакансене «Ача амăш мухтавĕ» медальпе чысланă

Вĕсен шутне пилĕк е ытларах ача çуратса çитĕнтерекен хĕрарăмсем кĕреççĕ. Хальхинче Пушкăртстанри 50 нумай ачаллă анне сумлă наградăна -  «Ача амăш мухтавĕ» медале тивĕçнĕ.  Çак наградăна 1998 çулта пама пуçланă.

Радий Хабиров Пушкăртстанра пурăнакансене «Ача амăш мухтавĕ» медальпе чысланă
Радий Хабиров Пушкăртстанра пурăнакансене «Ача амăш мухтавĕ» медальпе чысланă

Çÿлерех асăннă пилĕк теçетке çын хушшинче чăваш хĕрарăмĕ пулнине палăртма та кăмăллă. Вăл Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка ялĕнче пурăнакан – Татьяна Новикова. Вĕсем Александр Григорьевич мăшăрĕпе пилĕк ача çитĕнтереççĕ. Эпир Татьяна Олеговнăна сумлă наградăна илнĕ ятпа саламлатпăр, ырлăх-сывлăх сунатпăр.

Тепĕр пулăма та палăртса хăвармалла, Раççейре «Çемье» наци проекчĕ тухăçлă ĕçлет. Унăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри çĕршывра нумай ачаллă çемьесене аталантарасси пулса тăрать.

Пушкăртстанри Статистика патшалăх комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2023 çулта çут тĕнчене килнĕ 35,4 пин пепкерен 1,3 пинĕшĕ пиллĕкмĕш е ытларах ача пулнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Радий Хабиров Пушкăртстанра пурăнакансене «Ача амăш мухтавĕ» медальпе чысланă
Радий Хабиров Пушкăртстанра пурăнакансене «Ача амăш мухтавĕ» медальпе чысланă
Радий Хабиров Пушкăртстанра пурăнакансене «Ача амăш мухтавĕ» медальпе чысланă
Радий Хабиров Пушкăртстанра пурăнакансене «Ача амăш мухтавĕ» медальпе чысланă
Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас