Республика пуçлăхĕ Радий Хабиров артистпа тĕл пулнă, профессионализмшăн, ăсталăхшăн, куракансене тимлĕх уйăрнăшăн тав тунă. Музыканта «Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ» сумлă ят панă.
Асăнмалăх парне вырăнне Егор Крида – колаксын – пушкăртсен мамăк тиртен çĕленĕ мулаххайне панă.
- Çак парне çынсене ырă кăмăл-туйăм парнелекенсене ăшшăн йышăнакан, çамрăк талантсемшĕн ялан уçă Пушкăртстан Республики çинчен аса илтерессе шанатăп, - тесе çырнă хăйĕн телеграм-каналĕнче Радий Хабиров, Егор Крид тĕп хулана час-час килессе шанса.
Музыкант регионăн тĕп хули уншăн уйрăм пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.
«Ĕпхÿ чылай улшăннă, пысăк хăвăртлăхпа аталанать. Мĕн ачаран Пушкăртстана килсе çÿретĕп, кунта пирĕн тăвансем пурăнаççĕ. Кашни килмессерен республика лайăхран та лайăхрах пулнине асăрхатăп, - палăртнă Егор Крид.