Çак кун патшалăх тата муниципалитет органĕсенче ĕçлекенсен, промышленность, ял хуçалăх, вĕрентÿпе наука, сывлăх сыхлав, культурăпа спорт специалисчĕсен çитĕнĕвĕсене орденсемпе тата медальсемпе, хисеплĕ ятсемпе тата Тав çырăвĕсемпе палăртнă.
Авăркас районĕнчи Треппел шкулĕнче хĕрĕх ытла çул физикăпа математика вĕрентекенĕ пулса ĕçлекен Петр Михайлов «Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. «Сирĕн пуян методика фончĕпе педагог таланчĕ вĕренекенĕрсене район тата республика шайĕнчи олимпиадăсемпе конкурссенче малти вырăнсене çĕнсе илме май парать», – тенĕ Константин Толкачев чăваш арне.
П.В. Михайлов 1982 çулта Çтерлĕри педагогика институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ, математика, физика, информатика тата «Теория вероятностей и статистика» предметсене вĕрентет.
– Петр Владимирович питĕ тăрăшуллă вĕрентекен, ачасене çав тери юратать. Вĕрентÿре çĕнĕ мелсене тата формăсене ĕçе кĕртет, педагогика наукинчи çĕнĕлĕхсемпе паллашсах тăрать. Вĕренекенсене те, ĕçтешĕсене те кирек хăш вăхăтра та пулăшма хатĕр. Хăй вăхăтĕнче вăл мана та физика предметне вĕрентнĕ, – тет унăн вĕренекенĕ пулнă, халĕ Çĕньялти шкулта директор пулса ĕçлекен Николай Глухов.
Ентешĕмĕре сумлă наградăна тивĕçнĕ ятпа чунтан саламласа çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунатпăр.