Пур хыпар та
Чыслав
24 Ноябрӗн 2025, 15:00

Вăтăр хĕрарăма «Ача амăш мухтавĕ» медальпе чысланă

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров нумай ачаллă аннесене наградăласси пирки хушу алă пуснă.

Вăтăр хĕрарăма «Ача амăш мухтавĕ» медальпе чысланă
Вăтăр хĕрарăма «Ача амăш мухтавĕ» медальпе чысланă

Республикăра нумай ачаллă 30 хĕрарăм «Ача амăш мухтавĕ» медале тивĕçнĕ.

Документа тĕпченĕ тăрăх, наградăна тивĕçнисем хушшинче Абзелил, Архангельск, Пелепей, Белокатай, Белорецк, Бурзян, Гафури, Дюртюли, Иглин, Илиш, Калтасă, Киги, Мишкин, Татăшлă, Ĕпхÿ, Хайбулла районĕсенче тата Сибайпа Ĕпхÿ хулисенче пурăнакан хĕрарăмсем пурри паллă пулнă.

«Амăш мухтавĕ» медале 1998 çулта çирĕплетнĕ. Регионти саккун тăрăх ăна пилĕк е ытла ача ÿстерекен аннесене параççĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас