Пур хыпар та
Чыслав
24 Декабрӗн 2025, 09:00

Сумлă награда хуçи – Людмила Бадретдинова

Иртсе пыракан çулта эпир хаçат урлă чăвашăн пултаруллă та ĕçчен ывăлĕ-хĕрне, тĕрлĕ сферăра ĕçлекенсене, патшалăх наградисем илнĕ ятпа чылай саламларăмăр.

Сумлă награда  хуçи –  Людмила Бадретдинова
Сумлă награда хуçи – Людмила Бадретдинова

Вĕсем Пушкăртстан, Раççей шайĕнчисем те пулчĕç. Çак пулăм пурне те хавхалантарать, мăнаçлантарать, хамăр халăхăн ят-сумне çĕклет.
Вулакана черетлĕ савăнăçлă хыпарпа паллаштарма васкатпăр. Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн 2025 çулхи декабрь уйăхĕн 15-мĕшĕнчи 930№ указĕпе килĕшÿллĕн Людмила Бадретдинова медицина наукисен докторне «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ сывлăх сыхлав ĕçченĕ» ята панă. Хальхи вăхăтра вăл «Красноусольск» санатори АОра сиплевпе диагностика комплексĕн ертÿçи пулса ĕçлет. Çавăн пекех Людмила Михайловна 2018 çултанпа Пушкăртстанри чăваш хĕрарăмĕсен «Сарпике» пĕрлĕхне тухăçлă ертсе пырать.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас