Пур хыпар та
Чыслав
28 Декабрӗн 2025, 16:05

Малашне Слакпуçĕнчи шкул Константин Иванов ячĕллĕ вĕренÿ учрежденийĕ пулĕ

Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкула чăвашсен паллă поэчĕ Константин Иванов ятне парасси пирки калаçу-тавлашу чылайранпа пычĕ. Пĕр вăхăтра ăна Совет Союзĕн Геройĕ Николай Спиридонович Павлов паттăр ячĕпе те çыхăнтарма сĕнÿ пулнăччĕ. Анчах та слакпуçсем вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторнех суйласа илчĕç.

Малашне Слакпуçĕнчи шкул Константин Иванов ячĕллĕ вĕренÿ учрежденийĕ пулĕ
Малашне Слакпуçĕнчи шкул Константин Иванов ячĕллĕ вĕренÿ учрежденийĕ пулĕ

Çак кунсенче, тĕрĕсрех каласан кăçалхи декабрь уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Пушкăртстан Республикин Правительствин 613-мĕш номерлĕ постановленийĕпе килĕшÿллĕн вĕрентÿ учрежденийĕ чăваш литература классикĕн Константин Иванов ячĕллĕ шкул пулса тăнă.

Пирĕн чылай ентешсем çак йышăну республикăри халăхсен литература еткерне тата истори астăвăмне упрани пулать тесе çирĕплетеççĕ. Константин Ивановăн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕ чăваш халăхĕн мăнаçлăхĕ çеç мар, республикăри мĕнпур халăхсен пуянлăхĕ. Шкула ун ятне пани ачасене  патриотизм тата культура воспитанийĕ парас ĕçре хăватлă туртăм (импульс) пулса тăрĕ, пуян литература еткерне вĕренме тата нумай нациллĕ Пушкăртстанри халăхсен хушшинчи килĕшĕве упрама пулăшĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас