Вера Тарасовна – Пушкăртстан Республикин хисеплĕ таврапĕлÿçи, Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн чăн пайташĕ. Вăл «Школа – кладезь знаний», «Вспомним всех поименно», «Седой уголок России», «Звените, Николаевские песни» кĕнекесен авторĕ шутланать. Ĕçне кура хисепĕ тенĕрен Вера Никонорова «Ĕç ветеранĕ», «Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академине 20 çул», «Истори астăвăмне сыхласа хăварнăшăн» медальсене, СССР, РФ тата ПР Çут ĕç министерствисен, Чăваш наци конгресĕн, Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕн тата республикăри Çар Мухтавĕ музейĕн Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ.
Çавăн пекех паллă ентешĕмĕрĕн пухмачĕнче Николай Васильевич Никольский орденĕ, «Тербунăри çапăçусене 80 çул çитнине халалласа 112-мĕш Пушкăрт кавалери дивизийĕн паттăрлăхĕн истори астăвăмне сыхласа хăварнăшăн» асăну палли те пур.
Ирида НОВИКОВА. Кармаскалă районĕ.