

Пичетпе журналистика сфери мĕнле аталанни, çитĕнÿсем , çулталăкри тĕп пулăмсем çинчен Пичет агентствин ертÿçи Максим Ульчев тата отрасль флагманĕсен представителĕсем – «Республика Башкортостан» Издательство çурчĕн тĕп директорĕ Зульфия Рахматуллина, «Башкортостан» телерадиокомпани АОн тĕп директорĕ Рустам Зарафутдинов, «Башинформ» информаци агентствин тĕп директорĕ Равиль Зарипов тата Зайнаб Биишева ячĕллĕ «Китап» Пушкăрт издательствин директорĕ Эльмира Хайритдинова – доклад тунă.
Çавăн пекех коллегин анлă ларăвĕнче ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунисене тата пичетпе журналистика отраслĕнче нумай çул тăрăшса ĕçлекенсене патшалăх наградисем парса чысланă. Пысăк чыс-сума тивĕçнисен шутĕнче Пелепейри информаци центрĕн «Урал сасси» Пушкăртстан чăвашĕсен хаçачĕн тĕп редакторĕ, Пушкăртстан Республикин пичет тата массăллă информацин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Юрий Михайлов та пулнă. Вăтăр çичĕ çул хушши ĕçе юратса, яваплăха туйса, чунне парса ĕçлекен Юрий Николаевича регион пуçлăхĕн администраци ертÿçин тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Искандер Ахметвалеев «Ĕçри хастарлăхшăн» («За трудовую доблесть») медальпе наградăланă. Асăннă медалĕн положенийĕпе килĕшÿллĕн çак наградăна профессири ăсталăхшăн, нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн тата ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн параççĕ.
Хисеплĕ Юрий Николаевич, сире патшалăх наградине илнĕ ятпа чĕререн саламлатпăр, малалла та ăнăçлă ĕçлеме иксĕлми вăй-хал сунатпăр!
«Урал сасси» хаçат редакцийĕ.